Митинг асра юлĕ

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем митинга пухăнтăмăр. Митинга Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине, Совет Союзĕн Геройĕ В.В. Васильев паттăрлăхне халалланă. Мероприяти гимнпа пуçланчĕ, ăна А. Герасимов (11 класс) тата В. Прокопьева ертсе пычĕç. Шкул директорĕ Д.И. Филимонов Совет Союзĕн Геройĕн В.В. Васильевăн Одер юхан шывĕ çинчи паттăрлăхĕ пирки каласа пачĕ, А. Антонова (6 класс), А. Степанова (8 класс), Н. Васильева (9 класс) вăрçă çинчен сăвăсем вуларĕç. Мана та, ачасене те çак митинг килĕшрĕ. Пирĕн хамăрăн историне пĕлмелле, Тăван çĕр-шыва юратмалла.

С. Степанова
8 класра вĕренекен