Шăнкăрчсем валли парне

Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ çывхарса килет. Ун умĕн ĕлĕкех шăнкăрч вĕллисем ăсталаса йывăç çине çакнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Кузнецовăн хушăвĕпе Трак енре шăнкăрчсене хăтлăх туса парас енĕпе акци йĕркелерĕç. Проекта шкулсем хастар хутшăнчĕç. Иртнĕ эрнекун райадминистраци, тĕп сыватмăш тата Çĕнтерÿ паркĕн территорине 120 вĕлле çакрĕç. Ку паян-ыран пирĕн тăрăха вĕçсе килекен шăнкăрчсем валли чăн-чăн парне пулчĕ.