Хурăнлă çул тăрăх

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем Луиза Митрофанова тата Галина Власова йĕркеленипе Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильев ячĕллĕ ватам шкулти 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем Анаткас ялĕнчи «Хурăнлă çул тăрăх» музей-этнокартишĕнче экскурсире пулчĕç.
Галина Васильевна вĕренекенсене этнографи картишĕнче упранакан япаласемпе паллаштарнă. Чăвашсен ĕлĕкхи йали-йĕрки, пурнаçĕ пирки каласа кăтартнă. Пирĕн район территорийĕпе хурăнлă çул Дворик - Кÿлçырма - Чатукасси - Ванюшкасси ялĕсен çывăхĕпе иртнĕ. Асăнна музее Анаткасри хастарсем тăрăшнипе темиçе çул каялла уçнă. Халăхра çак çула тĕрлĕ ят панă: Кĕтерин çулĕ, Хурăнлă çул, Арестантсен çулĕ, Почта çулĕ, Çар çулĕ, Тимĕр тăлăллă çул /Кандальная/, Аслă Сĕпĕр çулĕ. Кашни ятрах тĕрĕслĕх пур. Историрен çакă паллă. XVIII ĕмĕрте, тĕрĕсрех 1733 çулта, Раççей патшалăхĕ сулмаклăн аталаннă тапхăрта, Сенат Аслă Çĕпĕр çулне тума указ кăларна. Çул тăвассин тепĕр тапхăрĕ Иккĕмĕш Кĕтерин патша 1775 çулхи указĕпе килĕшуллĕн Раççейре кĕпĕрнесем йĕркеленипе çыхăннă. 1817 çулта Александр I патша указ кăларнă. Унпа килĕшуллĕн çул тăрăх вырнаçнă почта станцийĕсенче арестантсем, çар командисем валли ятарлă çĕркаçмалли пунктсем йĕркеленĕ.