Александр Васильев — «кĕмĕл» призер

*
Ярославльте çăмăл атлетикăпа залсенче ăмăртса Раççейри студентсен спорт союзĕн чемпионачĕ иртнĕ.
Унта Раççейри аслă шкулсенчи 47 командăри 540 спортсмен тупăшнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн командин йышĕнче Трак тăрăхĕнчи Александр Васильев ăнăçлă ăмăртнă. Вăл 800 метра 1 минут та 56,46 çеккунтра чупса тухнă, арçынсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ вăл педуниверситетăн физкультура факультетĕнче вĕренет.